Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗлхе ҫинчи сӑмахсем (Туймӑрса)

Ӑсатӑр, тӑвансем,
Эсир ӑсатӑр
Хамӑр ҫӗртен-шывран,
Ай, тухиччен.

Хамӑр та ҫӗршывран
Тухнӑ ҫӗрте
Шӑнкӑртатса выртать
Ай, юханшыв.

Шӑнкӑртатса выртать,
Ай, сулхӑн шыв,
Выртса ӗҫрӗм, аннеҫӗм,
Эп куркасӑр.

Ӑшӑм та каннине
Пӗлнӗ пулсан,
Татах та ӗҫес-мӗн
Сулхӑн шывне.

Пуҫӑм ҫухаласса
Пӗлнӗ пулсан,
Татах калаҫас-мӗн
Тӑвансемпе.

Татах калаҫас-мӗн
Тӑвансемпе
Чӗлхе ҫинчи сӑмахсем
Ай, пӗтиччен.

Чӗлхи ҫинчи сӑмахсем
Ай, пӗтиччен,
Пуҫра пур хуйхӑ та,
Ай, сӳниччен.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Туймӑрсан ытти сӑввисене пӑхма пултаратӑр


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-15 15:15:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2471 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем